Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пенза облаҫӗнчи Неверкино ялӗнче пӗтӗм тӗнчери чӑваш культурин III фестивалӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чӑваш наци культурин автономийӗ йӗркеленӗ.
Фестивале наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварас, чӑвашсем пурӑнакан регионсемпе ытларах туслашас тӗллевпе ирттернӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗнчи «Илем» фольклор ансамблӗ те хутшӑннӑ.
Пенза облаҫӗнче Неверкино районӗнче чӑвашсем нумаййӑн пурӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Пенза облаҫӗнче 7 пин яхӑн чӑваш тӗпленнӗ. Вӗсенчен 5 пинӗшӗ вара Неверкино тӑрӑхӗнче пурӑнать. Районти 10 ялта чӑвашсем кун кунлаҫҫӗ.
«Илем» фольклор ансамблӗ юрланине халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Вӗсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Фестивале Самар, Саратов, Чӗмпӗр, тӑрӑхӗсенчен те килнӗ.
Малтанах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечексем хунӑ.
Пенза чӑвашӗсем пирӗн ентешсемпе сывпуллашасшӑн та пулман. Уявра чӑваш композиторӗсен юррисем нумай янӑранӑ. Концерта «Илем» ушкӑн вӗҫленӗ. Чӑваш ташши вара урамра чылайччен лӑпланман.
Сӑнсем (56)
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Элӗкре чӑваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем» регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Кӑҫал унта Елчӗк, Комсомольски, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти пултаруллӑ ҫынсемсӗр пуҫне Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килӗҫ.
25 ҫын заявка панӑ. Унта 14-35 ҫулсенчи ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Фестиваль ҫулран-ҫул анлӑланса пырать. Ку таранччен унта 2500 ытла ҫын хутшӑннӑ. «Виръял шевлисем» фестивалӗн истори те пуян. Ара, кӑҫал вӑл 20 ҫул тултарать-ҫке-ха.
Кӑҫал фестивале Чӑваш Республикинчен кӑна мар, чӑваш диаспоринчен те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл икӗ номинаципе иртӗ: солистсем тата ансамбльсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене I, II, III степень лауреат ятне параҫҫӗ. Призерсене вара — дипломант. Жюри Гран-при пама та пултарать. Пурне те унта хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех ҫураки епле пынине те сӳтсе явнӑ.
Сергей Павлов ял хуҫалӑх министрӗ ҫуртри пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ тӗлне 194,4 пин гектар ҫинче акнине пӗлтернӗ. Ҫакӑ вӑл планпа пӑхнин 98,1 проценчӗ иккенне пӗлтерет. Вӑрӑлӑх акакан куккуруса министр уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Ку культурӑна 2,1 пин гектар акнӑ иккен. Элӗк, Патӑрьел (100,3%), Вӑрнар (104,2%), Йӗпреҫ, Канаш (100,8%), Комсомольски (100,8%), Пӑрачкав (100,1%), Етӗрне тата Елчӗк районӗсенчи хуҫалӑхсем планпа пӑхнӑ лаптӑкран иртнӗ. Шупашкар районӗнче палӑртнин 87,6 процентне ҫӗннӗ.
Акса-лартнипе пӗрлех тӗштырӑна ҫумкурӑкран тата сӑтӑрҫӑран хӳтӗлес тесе эмел сапма пуҫланӑ.
Ҫыхӑну отраслӗнче ӗҫлекенсем ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Ун чухне вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та саламланӑччӗ. Патӑрьел районӗнчи Алманчӑри ял тӑрӑхӗ вырӑнти ҫыхӑну уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Мария Аляшкина «Ҫыхӑну маҫтӑрӗ» ята тивӗҫни пирки халӗ хавасланса пӗлтерет. Хушӑва ҫӗршывӑн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларнӑ. Ырӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн Аляшкинӑна вырӑнти ял тӑрӑхӗ те саламланине пӗлтерет.
Мария Кузьминична ҫыхӑну уйрӑмӗнче 1994 ҫултанпа тӑрӑшать иккен. Тивӗҫе таса чунпа, парӑнса пурнӑҫланӑшӑн ӑна темиҫе хутчен те тӗрлӗ Хисеп хучӗпе, Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вӑл ертсе пыракан ҫыхӑну уйрӑмӗ 2012 ҫулта чи лайӑх ҫыхӑну уйрӑмӗ ята та тивӗҫнӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Мешуре Аседулловна Валеева 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче пурӑнать. Ҫак хӗрарӑм чӑннипех те мухтава тивӗҫ.
Мешуре Аседулловна 13 ача ҫуратнӑ. Шел те, вӗсенчен 7-шӗ пӗчӗклех вилнӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗскере вырӑнти тӳре-шара саламланӑ. Ун патне РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫыру та ҫитнӗ.
Мешуре Аседулловна 1937 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне Хасияттул Хайрулловича икӗ ҫултан Хӗрлӗ ҫара илнӗ. Вӑл Финн вӑрҫине, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Фронтран 1945 ҫулхи кӗркунне таврӑннӑ. 1983 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.
Валеввсем халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта пушара хирӗҫле йӗрке туса хурасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун пеккине Патӑрьел районӗнче те йышӑнни пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ятарлӑ йӗркепе пурӑннӑ вӑхӑтра ҫынсен вӑрманта кӑвайт чӗртме тата ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть.
Йӗркене пӑхӑнмасан пуҫран шӑлмӗҫ. Айӑплисене административлӑ майпа ҫирӗп явап тыттарасси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Штрафӗ пӗчӗк мар. Уйрӑм ҫынсене саккун 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлама ирӗк парать, должноҫри ҫынсене — 15 пинрен пуҫӑнса 30 пин таран. Предприяти-организацисем ҫаклансан 400 пин тенкӗрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Пушара хирӗҫле тапхӑр Патӑрьелте те, Шупашкарти пекех, ҫу уйӑхӗн ҫурриччен пырӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, ЧР Вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пӗтӗм чӑваш диктантне ирттернӗ. Ӑна кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Патӑрьел районӗ ку акцие хастар хутшӑннӑ темелле. Вӗсем чӑвашла мӗнле ҫырнине тӗрӗсленӗ. Районти вӗренӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив пайӗ районти вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ҫак акцие хутшӑнма сӗннӗ.
Патӑрьел районӗнче паян пӗтӗм чӑваш диктантне 543 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхипе литературине, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенсем, вулавӑш ӗҫченӗсем, 8–11-мӗш классенече ӑс пухакансем пулнӑ. Вӗсем пурте Чӑваш наци радиовӗпе вуланӑ текста ҫырнӑ, унтан ӗҫсене сканерласа Шупашкара ярса панӑ.
«Раҫҫейри ялти чи лайӑх шкул — 2015» федераци конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Савӑнмалли хыпар килнӗ Чӑваш Ене. Патӑрьелти 1-мӗш шкул унта ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейри вӗренӳ аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн панӑ диплома, медале шкул директорӗ Наталия Борисовна Андреева илсе килнӗ. Шкулӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденине 1934 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ. 2005 ҫултанпа ачасем ҫӗнӗ ҫуртра вӗренеҫҫӗ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкулта 33 класс, унта 19 ялти тата Патӑрьелти 922 ача ӑс пухать. Унта квалификациллӗ кадрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче психолог та, социаллӑ педагог та пур. Вӗрентекенсен 95 проценчӗ аслӑ пӗлӳллӗ.
Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫӑсси мар теҫҫӗ те… Вун-вун ҫул каялла пӗрлешнӗ ҫынсем пӗрре те ӳпкелешмеҫҫӗ, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстернӗшӗн нихӑҫан та кулянмаҫҫӗ. Вӗсем — ӳсекен ӑрушӑн тӗслӗх.
Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче пурӑнакан Александр Куприяновичпа Нина Федоровна Платоновсем изумруд туя паллӑ тунӑ. Мӑшӑр пӗрле 55 ҫул пурӑнать.
Александр Куприянович 1934 ҫулта Туҫа ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӗсен 6 арҫын ача ӳснӗ. 1953 ҫулта Александр Куприяновича ҫара илнӗ. Унтан ӗмӗр тӑршшӗпех «Звезда» колхозра конюхра, платникре ӗҫленӗ.
Нина Федоровнӑпа вӗсем пӗр урамра ӳснӗ, пӗр шкулта вӗреннӗ. Александр Куприяновича хӗрӗн вӑрӑм ҫивӗчӗ, хура куҫӗ илӗртнӗ. Шкултах куҫ хывнӑ вӑл ӑна. Ҫавӑнтанпа вӑл унран куҫ вӗҫертмен, ҫемье ҫавӑрнӑ вӗсем, паянхи кунччен тӗрӗс-тӗкел пурӑнать мӑшӑр.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре, Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялне хурлӑх килсе ҫапнӑ. Унта ҫулталӑкри ача ҫунса вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхине амӑшӗ, 23 ҫулти хӗрарӑм, пӗчӗкскере аслӑ ывӑлӗпе вӑхӑтлӑха хӑварнӑ.
Пушар мӗнрен тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн ЧР следстви управленийӗ ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнчченхи тӗрӗслев пырать. Пушар тухни пирки МЧСа 6 сехет те 12 минутра пӗлтернӗ. 6 сехет те 34 минутра пушара сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |